Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай  çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май

    

 

 

       Эп пĕртак чăваш ятне çĕклесшĕн.

       Ман юман пек пулса кашламалла.

       Хунавран эп тивĕç пиçĕхмешкĕн.

       Малалла-ха пурнăç, малалла.

            (Петĕр Хусанкай)

 

 

Чăваш халăх поэчĕ   Петр Петрович Хусанкай        (Казанков)

        Тутар       Республикинчи  Сиктĕрме ялĕнче, чухăн хресчен çемйинче, 1907 çулхи  январĕн  22-мĕшĕнче çуралнă.

 Сиктерме ялĕнче мухтавлă чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Илья Николаевич Ульяновăн юлташĕ тата пĕр шухăшлавçи Иван Яковлевич Яковлев 1878 çулта уçнă шкул пулнă. Çак шкула тĕрлĕ ялсенчен ăс пухма ачасем çÿренĕ.  Хусанкайсен çуртĕнче пĕрмаях пĕр-икĕ вĕренекен, çывăх тăванĕсен ачисем, пурăннă. Вĕсем кунта вĕренĕве хăйсен ялĕсенчи чиркÿ прихут шкулĕсем хыççăн малалла тăснă. Пĕчĕк Петĕр вĕренекенсен тĕлĕнмелле илĕртекен кĕнекисене куç хывать, вĕсем вĕреннине пăхса тăрса, 6-7 çулта хăй тĕллĕн тенĕ пекех вулама вĕренет.

      Сакăр çулта Петĕр Хусанкай шкула вĕренме каять. 1923 çулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн вăл Хусанти чăваш педагогика техникумне вĕренме кĕрет, унта литература кружокĕн ĕçне хутшăнать, вырăс тата тутар поэзийĕпе паллашать.

      1924 çулта Шупашкарта тин уçнă «Сунтал» журналăн пĕрремĕш номерĕнче Хусанкай виçĕ сăвă пичетлет; 1925 çулта «Сунталăн» 3(9)- мĕш  номерĕнче поэт пултарулăхĕнчи паллă сăвă – «Ирĕк тимĕрç» тухать. Çак çулсенчен пуçласа çамрăк поэт сасси чăваш çырулăхĕнче уçăран уçă янăрама тытăнать. Октябрьти революци ирĕке кăларнă чăваш халăхĕ çинчен хавхаланса çырнă  сăвăсем, илемлĕ сасăпа çĕнĕлле каланă сăмахсем, вулакансен чĕрине хумхатаççĕ, чуна кайса тивеççĕ.  Хусанкай часах чăваш ĕç çыннийĕсен юратнă поэчĕ пулса тăрать.

     1925 çулта пуçĕпех литература ĕçне куçать, пурлă-çуклă пурнăçне пăхмсăр, литература ăсталăхне çине тăрса вĕренет, нумай вулать, çĕршыв тăрăх тухса нумай-нумай çĕре çитсе курать. Çамрăк Хусанкай, çирĕм çулти поэт, малтанхи çулçÿреврен хăйĕн пултарулăхĕпе паянччен паллă вырăн йышăнакан «Çирĕм улттă» поэма илсе килет. Ку произведени чăваш литературине çĕнĕ сывлăш кÿрет. Иванов таланчĕпе амаланнă, Çеçпĕл хавалĕпе çунатланнă чăваш поэзийĕ «Çирĕм улттă» поэмăран пуçласа тепĕр хут вăй илет, пирĕн çĕнелнĕ юрă-сăввăн хăвачĕ чикĕсĕр анлă иккенне кăтартса парать.

       Асăннă поэма Хусанкая чăваш сăвăçисем хушшинче тивĕçлипе пĕрремĕш вырăн парать.

       1931 çулта вăл Мускавра тухакан чăваш хаçачĕн – «Коммунарăн» корреспонденчĕ пулать, ку ĕçре 1934 çулччен ĕçлет. Хаçат хушнисене пурнăçласа, поэт тĕрлĕ çĕрти çĕнĕ стройкăсене кайса çÿрет, Горькие, Донбаса, Магнитогорска çитет, рабочисен пурнăçĕпе паллашать. Çак вăхăтра вăл «Магнитту»  поэма çырать.

        Чăваш халăх пултарулăхĕн пуян тăпри çинче шăтса, Ивановпа Çеçпĕл сывлăшĕпе вăй илнĕ Хусанкай поэзийĕ вырăс культури паракан хăватпа аталанать. Поэт  вырăссен тата ытти халăхсен çырулăхне тĕпчесе вĕренет, тĕнчери классиксен произведенийĕсене чăвашла куçарать.

         Петĕр Хусанкай чăваш литературине тĕнче шайне кăларать. Вăл Çеçпĕл Мишши сăввисене нумай халăх чĕлхи çине куçарма пулăшса калама çук пысăк ĕç тăвать. Петр Петрович Шекспирăн вилĕмсĕр «Ромеопа Джульеттине», Пушкинăн «Евгений Онегинпа» «Полтава» поэмисене, Грибоедовăн «Ăса пула инкек», Лермонтов, Шевченко, Чехов, Райнис, Маяковский, Тычина, Рыльский тата ытти паллă çыравçăсен хайлавĕсене чăвашла куçарса наци культурин пÿлмине калама çук пуянлатать. Тăлмач ĕçĕ Хусанкая хăйĕн талантне ÿстерме пулăшать, уншăн пысăк шкул пулса тăрать.

         Патриотизм теми Хусанкай пултарулăхне уйрăмах пысăк вырăн йышăнать. Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçинче пулса, салтак нушине тÿсмеллипех тÿссе, поэт фронтра та хăйĕн ĕçне манмаст: йывăр çапăçусем хыççăн, пăшалĕ каннă вăхăтра, юратнă ĕçне тытать.

          Хусанкайăн вăрçă вăхăтĕнче çырнă лирикăллă сăввисем, «Таня» поэми тата «Аптраман тавраш» романĕ – чăваш литературине ĕмĕрлĕхе вăй илтернĕ пуянлăх.

          Халăхсем хушшинчи туслăх, тăван çĕршыва чунтан парăнни, тăшмансене хаяррăн курайманни, фронтпа тыл пĕр-пĕтĕм пулса халăх ирĕкĕшĕн çапăçни – çакă поэзишĕн яланах пархатарлă темăсене чăваш аптраманĕсем хăйсен маттур сăнарĕсемпе çĕклеме чăнахах та тĕрĕс тивĕçлĕ. Эпир, Россия халăхĕсемпе пĕрле чух, аптраман, аптрамастпăр, аптрас та çук! «Аптраман тавраш» романан тĕвви çакăнта.

          Вăрçă хыççăн Петĕр Хусанкай ачасем вали нумай çырнă. Унăн «Тăван çĕршыв» поэми тата «Вăрман юрлать» ятлă сăввисем – чăваш ачисемшĕн мĕн пĕчĕкрен пĕлмелли , асра тытмалли , хавхаланмалли тăван сăмахсем.

         Хусанкайăн вăрçă хыççăнхи тепĕр пысăк ĕçĕ – «Тăван сасăсем».Ку кĕнекере тĕрлĕ çĕршывран тата тĕрлĕ халăхран тухнă 60 поэт сăввисем. Вĕсене пурне те чăвашла Хусанкай куçарнă.

        …Хĕрĕх çула яхăн поэзии ĕçĕнче. Хĕрĕх ытла уйрăм кăларăм. Петĕр Хусанкай сăввисене çирĕм чĕлхене куçарнă, çав шутра: акăлчанла, пăлхарла, венгрла, французла, чехла. 1950 çулта Петр Петрович Хусанкая Чăваш Республикин правительстви  Чăваш халăх поэчĕ хисеплĕ ят парса чысланă

         Пирĕнтен кам пĕлмест пулĕ паян Петĕр Хусанкая, кам илтмен пулĕ унăн ятне.2007 çулхи январĕн 22- мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Вăл поэт кăна мар. Çав вăхăтрах тăлмачă та, чĕлхеçĕ те, публицист та, историк та, этнограф та, критик та, лирик та пулнă. Унăн хайлавĕсем 57 чĕлхепе янăраççĕ, унчченхи Совет Союзĕнчи 53 çыравçăн, чикĕ леш енчи 89 авторăн 500 ытла произведенине чăвашла е вырăсла куçарнă.

        Петр Петрович чăвашпа тĕнче литературисен туслăхне аталантарас тĕлĕшпе чăннипех те паттăр ĕç турĕ. Уйрăмах вăл тăванла пăлхар литературине Чăвашра,  чăваш литературине Пăлхарта лайăх пĕлсе тăччăр тесе ырми-канми ĕçлерĕ. Халăх поэчĕ çавăн пекех Украина, Кавказ, Белоруссии, Балтика, Атăлпа Урал тăрăхĕнчи туслă халăхсен хушшинчи асамат кĕперне хыврĕ, çав çыхăнусем паян кун та аталанса пыраççĕ.

                  

                                                             

  

 

 

 

 

Вĕренетĕп тăрăшсах                           

        Сăвă çырап тăтăшах.

            Статьясем те çыркалатăп

                  ÿкерсе те пăхкалатăп.



Ырă кун пултăр пурне те!

 

      Эпĕ Степанов Саша, Шурчари   пĕтĕмĕшле  пĕлÿ   паракан шкулта 5 классра вĕренетĕп. Пушă вăхăта эпĕ яланах усăллă ирттеретĕп: ÿкеретĕп, сăвăсемпе  калавсем   çыратăп,   кĕне-кесем вулатăп. Нумаях пулмасть эпĕ Петĕр Хусанкай çырнă   «Вăрман юрлать»   ярăмри    сăввисемпе паллашрăм. Çак сăвăсенче, Порфирий Афанасьев каланă тăрăх, Хусанкай  çут-çанталăк панă пурлăха упрамалли çинчен калать, унăн пуян-лăхĕпе тĕрĕс усă курмалла, тет.

   Петĕр Хусанкайăн сăввисене вуласа тухсассăн манăн хамăн та сăвă çырас шухăш çуралчĕ. Чи малтанах «Вăрманта» ятлă сăвăпа паллаштаратăп. Ăна эпĕ шкулта иртнĕ вулавçăсен конкурсĕнче вулас тесе çырнăччĕ.

 

 

 

Вăрманта.

 

                  Вырсарни кун, каннă кун

                  Йĕлтĕр сырса тухрăм эп.

                  Унтан кайрăм вăрмана

                  Куртăм унта пакшана.

                  Куртăм ватă юмана,

                  Сывлăх сунтăм эп ăна.

                  Кайăксем валли апат

                  Хурса патăм сырăша.

                  Хĕл сиввийĕ темех мар

                  Уçăлмашкăн вăрманта,

                  Шур шупăрлă хурăнсем

                  Пуç таяççĕ пек мана.

                  Килĕр, çийĕр, кайăксем

                  Тутă пулăр яланах!

                  Каш кашлаччăр вăрмансем,

                  Ĕмĕр пурăнччăр сывах!

ЮМАН  ПЕК  ПУЛ!

 

                           Анне мана çуратсан

                           Атте кайнă вăрмана.

                           Илсе килнĕ виç юман

                           Унтан лартнă пахчана

 

                           Юман пек эс пул патвар,

                           Уссине çеç пар, ачам.чам.

                           Вĕренсе ыр çын пулсам,

                           Аçу-аннÿне ан ман.

 

                          Кун хыççăн кун иртсе пырать,

                          Сашук часах шкула каять.

                          Вĕренÿре вăл тăрăшать,

                          Унпа учитель мухтанать.

 

                          Пирĕн килтен инçех мар

                          Ларать кашласа вăрман.

                          Унта пуш вăхăт эп тупсан

                          Пулатăп аттепе ялан.

 

                        «Ăслă çын пĕр тĕп касать,

                          Пин йĕкел лартса тухать,-

                          Тесе çырнă  Хусанкай»,-

                          Вĕрентет атте пĕрмай.

 

                          «Çут çанталăка сыхла,

                          Чи хакли вăл пурнăçра.;ра.

                          Çавăнпа та эс, ачам,

                          Çывăх тусĕ ун пулсам».

 

Сăвăсем  çырнисĕр  пуçне   манăн «Вăрман юрлать» сăвăсен шухăшне эпĕ мĕнле ăнланнине ÿкерчĕксенче сăнласа кăтартас терĕм.

 

 

 

                                                     Çирĕп мар вăл, хытă мар вăл

Унăн кăмăлĕ çемçе.

                                                     Çак çăка вăл – ман атте.

 

                   Çак хурăн вăл – ман анне,е,

                      Анне пекех пит хитре.

 

Эп вара пулас юман.

                                                    Хам йăха эп тăсакан.  

                            Ман çемье вара – вăрман.

              Пур енчен те вăл  пуян.

              Çутçанталăка упратăп,

                   Çемье ăшшине сыхлатăп.

 

        Чăваш Республикинчи             Муркаш районĕнчи   

             Шурчари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул

 

« Каш!  кашлаччăр   вăрмансем!

 Çирĕп     пулччăр      çемьесем!»

 

   Чăваш халăх поэчĕ – П.П.Хусанкай  

    çуралнăранпа   100 çул    çитнине

     халалласа  хатĕрленĕ тĕпчев ĕçĕ.

 

                                     

                                           Ĕçе пурнăçлаканĕ:    

                                          Степанов Александр,

                                                             5-мĕш класс

 

2007 çул, кăрлач уйăхĕ

 

Hosted by uCoz